Раҫҫейре 7-мӗш ҫул "Ялсене ырӑлӑх" акци пырать

Чӑваш Ен те ку пуҫарӑва хастар хутшӑнать. Шупашкарти тухтӑрсем хальхинче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Саланчӑк ялне ҫитсе вырӑнти халӑх сывлӑхне тӗрӗслерӗҫ.

Тамара Мизурова чылай ҫул Саланчӑк поселокӗпе Петропавловск ялӗн ҫыннисен сывлӑхне асӑрхаса тӑрать. Кашнине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Вырӑнти халӑх диспансеризацие те вӑхӑтра пырать, ҫурла уйӑхӗнчи тӗрӗслев витӗр 160 ҫынран 158-шӗ тухнӑ. 

Ҫӗмӗрлене ҫӳреме чӑрмавлине ял ҫыннисем те палӑртаҫҫӗ. 

Ҫавӑнпа тухтӑрсем килессе пӗлсен фельдшер хыпар ярать, ҫынсен халиччен тунӑ анализ кӑтартӑвӗсемпе тӗрӗслевӗсене хатӗрлесе хурать. Хальхинче Саланчӑкри фельдшерпа акушер пунктне невролог, гастроэнтеролог, кардиолог, эндокринолог килнӗ. Поселокра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ шӑпах ҫак специалистсене кӗтнӗ. ФАП коридорӗнче лӑк тулли халӑх хӑйӗн черетне кӗтрӗ. Тухтӑрсем сывлӑха тӗрӗсленисӗр пуҫне ку е вӑл чиртен епле сыхланмалли пирки лекцисем те ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех чир аталанма пуҫланине асӑрхасан Ҫӗмӗрлери е Шупашкарти больницӑна ҫитме сӗнеҫҫӗ. Фельдшер тимлӗхӗнчен те нумай килет. Вырӑнти специалист вара ку енӗпе халӑхран ҫирӗп ыйтать, вӑхӑтра тӗрӗсленме хистесех тӑрать. 

Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри "Ялсене ырлӑх" акципе килӗшӳллӗн тухтӑрсем республикӑри аякра вырнаҫнӑ 13 яла ҫитнӗ.

Алиса Александрова, Игорь Ульянов