Пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах ӗҫе вырнаҫса опыт пухма пултараҫҫӗ

Республикӑна тухтӑра вӗренекен студентсен Атӑл тӑрӑхӗнчи "Вита" отрячӗсем пухӑннӑ. Вӗсем ҫак уйӑхра республикӑри больницӑсенче аслӑ ӗҫтешӗсене пулӑшӗҫ. Сӑмахран, Шупашкар район больницине 13 ҫамрӑка ӗҫе илнӗ.

Надежда Лукиянова Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче ӑс пухать. Хӗр 5-мӗш курса куҫнӑ. "Вита" отрядра вӑл 2-мӗш ҫул тӑрать. Халӗ Надежда Шупашкар район больницинче процедура медсестри пулса ӗҫлет. Алексей Логинов та ҫуллахи вӑхӑтра хӑйӗн пӗлӗвне хаваспах ӳстерме килӗшнӗ. Ҫамрӑк хирурги уйрӑмӗнче ӗҫлет. Ҫакӑн пек май йӗркеленишӗн вӑл питӗ кӑмӑллӑ. Опыт пухнипе пӗрлех ытти регионти тантӑшсемпе паллашатпӑр, тет вӑл. Алексей Логинова тухтӑрсем те ырлаҫҫӗ.

Чӑваш Ене пурӗ тӗрлӗ регионти 39 ҫамрӑк килнӗ. Вӗсем Мускав, Тамбов тӑрӑхӗсенчи, Тутар тата Чӑваш Республикисенчи аслӑ шкулсенче вӗренекенсем. 13-шӗ Шупашкар район больницине вырнаҫнӑ. Ытти ҫамрӑксем тӗп хулари сиплев учрежденийӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. "Вита" проект студентсене каникула усӑллӑ ирттерме май парать. Кунта вӗсем ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшчен пулаҫҫӗ.

Тӗрлӗ регионти ҫамрӑксене пӗрлештерекен медицина проектне вырӑнти культура керменӗнче уҫрӗҫ. Хӗрсемпе каччӑсем хӑйсен отрячӗсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсене Патшалӑх Канашӗн председаталӗ Леонид Черкесов, ытти хӑнасем саламларӗҫ, вӑхӑта тухӑҫлӑ ирттерме сунчӗҫ. Студентсем валли культура программи те хатӗрленӗ. Вӗсем экскурсисенче, музейсенче пулаҫҫӗ, республикӑри паллӑ вырӑнсене ҫитсе кураҫҫӗ.

Диана Иванова, Димитрий Макаров