Паян театр артисчӗпе режиссёрӗ, педагог, Раҫҫей культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ

Мускаври театр ӳнерӗн институчӗн чи пӗрремӗш чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе тӑван искусство аталанӑвӗшӗн вӑй хунӑ.

1947-мӗш ҫулта тӗп хуларан артиста вӗренсе таврӑннӑ яш-кӗрӗм, пӗр ӳстермесӗр каласан, вӑрҫӑ вучӗпе шӑранса туптаннӑ ӑру: этем тӳсмелле мар терт-асап витӗр пысӑк пӗлӳ, искусство асамӗ енне ӑнтӑлнӑ ҫамрӑксем мирлӗ пурнӑҫра нимле чӑрмава пӑхӑнмасӑр ҫӗнӗ пурнӑҫ тума пуҫланӑ. Зоя Ярдыкова - шӑпах вӗсен йышӗнчен. Ӑна палланӑ, пӗрле ӗҫленӗ е вӑл вӗрентнӗ артистсем ӑна ҫапла астӑваҫҫӗ те.

 

Марина Карягина, Николай Семёнов