Паян - сахӑр диабетне хирӗҫ кӗрешмелли кун

Эндокринологсем Чӑваш Енре ҫак чирпе аптракан 47 пине яхӑн ҫынна шута илнӗ. Йывӑр амака парӑнтарассинче профилактика ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗ ҫумӗнчи ятарлӑ центрта диабет шкулӗ йӗркеленӗ. 

Сахӑр диабечӗ - чи анлӑ сарӑлнӑ чирсенчен пӗри. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна сиплессинче 50 процент пациентран килет: сывлӑха асӑрхасах тӑмалла, ятарлӑ диетӑна пӑхӑнмалла. Кӑҫал "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра пациентсен15 шкулне уҫнӑ. Кабинетсене хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Занятисем ӑсталӑх сехечӗ евӗр иртеҫҫӗ. Ку шкулта пациентсемпе ӗҫлеме тухтӑрсемпе медицина сестрисем ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. 

Кӑҫалтан федераци программипе килӗшӳллӗн пӗрремӗш ушкӑнри сахӑр диабечӗпе аптракан ачасен тата ача кӗтекенсен глюкоза шайне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ятарлӑ хатӗр икӗ эрне хушшинче кашни 5 минутра юнри сахӑра шута илет. Ун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх эндокринолог харпӑр хӑй сиплев программине йӗркелет. Диабет шкулне ҫӳрес текенсен вырӑнти терапевт патӗнче ҫырӑнмалла. Тухтӑрсем аса илтернӗ тӑрӑх, ҫак чирпе ытларах 45 ҫултан иртнисем, йывӑрӑшӗ ытлашши тата юн пусӑмӗ пысӑк пулнисем аптраҫҫӗ. Чылай чухне чир хӑй пирки тӳрех систермест. Ҫавӑнпа кашни ҫул диспансеризаци тухмалла, юнри сахӑр виҫине тӗрӗслесех тӑмалла.

Диана Иванова, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов