Ракпа ҫулсерен пин ытла ҫын аптӑрать. Паянхи куна онкологи диспансерӗнче 35 пин ытла пациент учетра тӑрать. Вӗсенчен кашни 15-мӗшӗ онкологие хирӗҫ кӗрешет. Ҫак хӑрушӑ амак пурнӑҫа пач урӑх майлӑ ҫавӑрать. Ҫапах та тухтӑрсен тӑрӑшулӑхне тата алӑ усманнине пула пациентсенчен ытларахӑшӗ чире парӑнтарма пултараҫҫӗ. Пулӑшу ыйтма килнисем тухтӑрсене тав сӑмахӗпе ҫеҫ аса илеҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче онкологие сиплесси самай пысӑк утӑм тунӑ. Диспансер яланах малтисен ретӗнче пулма тӑрӑшать. Паянхи кун вӑл хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен мелсемпе усӑ курать. Яланах вара тӗп тӗллев пулнӑ - ытларах ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварасси.
Ҫулсерен республикӑри клиника онкологи диспансерӗн стационарӗнче 10 пин ытла пациент сипленет, 70 пине яхӑн ҫын сӗнӳ-канаш илет, 8 пин ытла операци тӑваҫҫӗ. Сиплев учрежденийӗнче 800 ытла специалист вӑй хурать. 80 ҫул онкологи диспансерӗ пурнӑҫа упраса хӑварассишӗн кар тӑрать.
Оксана Верликова, Елена Михайлова, Денис Афанасьев








