Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисне 15 ҫул каялла уҫнӑ. Уншӑн ял халӑхӗ питӗ савӑннӑ. Кунта кӑнтӑрлахи стационар ӗҫленӗ, аптекӑра эмелсем те туянма май пулнӑ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен вара лару-тӑру улшӑннӑ.
Халӗ кунта пӗр медицина сестри кӑна ӗҫлет. Любовь Яковлева анализсем илет, уколсем тӑвать, диспанзеризаци те кӑларать. Терапевта вара чӗрӗк ставкӑпа хӑварнӑ. Врач пациентсене эрнере икӗ кун йышӑнать. Иккӗмӗш медицина сестрине район больницине куҫарнӑ.
Улшӑнусене Раҫҫей сывлӑх сыхлавӗн министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн кӗртнӗ. Мӑн Явӑшра 400-ре яхӑн ҫын пурӑнать. Вӗсенчен ҫуррийӗ - тивӗҫлӗ канурисем. Ҫывӑхри пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Етӗрнери район больницине ҫитме вара 24 ҫухрӑм. Специалистсем Мӑн Явӑша та килсе ҫӳреҫҫӗ. Анчах та чылай чухне ҫакна халӑх пӗлмесӗрех юлать.
Ыйтӑва уҫӑмлатма Мӑн Явӑша пысӑк делегаци килсе ҫитрӗ. Вӑл шутра Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, республикӑри сывлӑх сыхлавӗн министерствинчи специалистсем, район больницин тӗп тухтӑрӗ. Депутат халӑхпа тачӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ, вӑл шутра Етӗрнерен тухтӑрсем килессине тӗрлӗ майпа пӗлтермелле. Эмелсем туянассипе те йывӑрлӑхсем пулмалла мар. Тепӗр уйӑх ҫурӑран кунта аптека уҫӑлмалла. Унсӑр пуҫне кӑнтӑрлахи стационарта пӗр вырӑн йӗркелӗҫ.
Диана Сафонова, Виктор Степанов