Тухтӑр амбулаторине уҫнӑшӑн ял халӑхӗ чунтан хӗпӗртет. Медицина пулӑшӑвӗ илме унччен вӗсен район больницине ҫӳреме тивнӗ. Халӗ Палтиелти тата ҫывӑхри ялсенчи 2 пин ытла ҫынна ҫӗнӗ сиплев ҫуртӗнче йышӑнӗҫ. Паха пулӑшу кӳме кунта пӗтӗмпех пур. Пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ Николай Яковлев ҫакӑнпа уйрӑмах кӑмӑллӑ. Кабинетсенче ӑшӑ, ҫутӑ, хӑтлӑ.
"Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗ пулӑшнипе ҫак ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Тухтӑр амбулаторине кӗске вӑхӑтра туса лартнӑ. Ӑна уҫнӑ ятпа ял ҫыннисене Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Владимир Степанов саламларӗ. Сиплев ҫуртне кирлӗ медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Тухтӑр пӳлӗмӗ, процедура кабинечӗсем, кӑнтӑрлахи стационар палати - йӑлтах пациентсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ. Интернет кӗртнине кура телемедицина консультацийӗсем ирттерме те май пур. Сусӑр ҫынсем пирки те манман. Вӗсем валли пандус вырнаҫтарнӑ. Графикпе килӗшӳллӗн Палтиелти амбулаторие педиатр тата ытти специалист килсе ҫӳрӗ.
- Сывлӑх сыхлавӗн учрежденисене ҫӗнетсе пырассипе республикӑра тӗллевлӗ ӗҫлетпӗр. Паха медицина пулӑшӑвӗ илме кашнин май пулмалла, - терӗ Владимир Степанов вице-премьер. Сӑмах май, тухтӑр амбулаторийӗ ҫавӑн пекех Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Турханпа Ыхраҫырми ялӗсенче тунӑ. Унсӑр пуҫне кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗнӗ 11 фельдшерпа акушер пунчӗ хута яраҫҫӗ, 51 медицина учрежденине тӗпрен юсаҫҫӗ. Регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программипе Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче те 2030-мӗш ҫулччен сахал мар ӗҫ тумалла: Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи тухтӑр амбулаторине, тӗп район больницин терапи, хирурги уйрӑмӗсене, поликлиника ҫуртне тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Екатерина Фомина, Алексей Андреев