Муркаш тӑрӑхӗнчи Кӑпас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчӗ

Ӑна "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен округра тата темиҫе медицина объекчӗ хута каймалла. 

Ял ҫыннисемшӗн фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлни уяв пекех. Ҫак куна вӗсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Малтанхи фельдшер ҫуртне 1958-мӗш ҫулта хута янӑ пулнӑ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ, хӑтлӑ майсем те пачах пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара ӑшӑ, ҫутӑ, кирлӗ пӗтӗм хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Пациентсене Анжела Огикова фельдшер йышӑнать. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫул ытла. 

Ҫӗнӗ сиплев учрежденийӗнче процедура кабинечӗ тата йышӑнмалли пӳлӗм пур. Кунта пӗрремӗш пулӑшу кӳреҫҫӗ, тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ, унсӑр пуҫне анализсем пама тата диспансеризаци тухма пулать. Интернет пуррипе ытти тухтӑрсемпе ҫыхӑнса канашлама май пур. Фельдшерпа акушер пунктӗнче 3 ялти ҫынсен сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ. Пурӗ 400 ытла пациент. 

Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Муркаш тӑрӑхӗнче тата 9 фельдшерпа акушер пункчӗпе 3 тухтӑр амбулаторине юсаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне район тӗп больницин ҫӗнӗ поликлиникине тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать.

Диана Иванова, Вадим Владимиров