Эрнере Чӑваш Енри 4 пине яхӑн ҫын куҫса ҫӳрекен сыватмӑшсене пынӑ. Пин ытларахӑшне малалла больницӑра тӗплӗнрех тӗрӗсленме сӗннӗ. 21-шне сипленме вырттарнӑ. 239 ҫыннӑнне чир тупса палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем республикӑри тӗрлӗ округра, хуласенче ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Ҫӗнӗ хулри сывлӑх пунктӗнчи лару-тӑрупа паллашрӗ.
Чӗре таппине электрокардиографи меслечӗпе пӑхаҫҫӗ. Юнри холестерин, сахӑр шайне вырӑнта юн парса туххӑмрах пӗлме пулать. Ӳт ҫине мӗн те пулсан тухсан, иккӗлентерсен те тухтӑр патне вӑхӑтра ҫитмелле. Ҫавна май дерматологсене те кашнинчех явӑҫтараҫҫӗ проекта.
Маларах ҫырӑнмалла мар, черетре сехечӗ-сехечӗпе лармалла мар. Урама уҫӑлма тухсан вӑхӑтлӑх сывлӑх пунктӗнче чарӑнса тухтӑрпа канашлама питӗ меллӗ. Ҫӗнӗ хулари палаткӑсене 15 сехет тӗлне лартса пӗтерчӗҫ, 19 сехетчен сывлӑх пунктне пынисене пурне те йышӑнассине пӗлтерчӗҫ. Малтанласа аслӑ ӑрурисемпе ачапа ларакан хӗрарӑмсем йышлӑ пулсан, каҫ кӳлӗм ӗҫрен таврӑнакансем те нумайланчӗҫ.
2026-мӗш ҫулта "Шаг к здоровью" проекта анлӑлатнӑ. Кӑҫал ҫитӗнекен ӑрӑвӑн сывлӑхне тӗрӗслес тӗллевпе ача-пӑча тухтӑрӗ 31 пунктра ӗҫлӗ. "Кардиопуйӑс" аслисене чӗре чирӗсене тупса палӑртма пулӑшӗ. Вӑл 23 хутчен ҫула тухӗ. Пурӗ ҫу каҫипе тухтӑрсен ушкӑнӗ 500 ытла ҫӗре ҫитмелле.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








