Специалистсен бригади Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин, тӗрлӗ хирӗҫ тӑру, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем патне ҫитсе сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Шупашкарти медицина ӗҫченӗсем Улатӑрта пурӑнакан сумлӑ ватӑсем патӗнче те пулчӗҫ.
Аслӑ ӑрурисене пулӑшас тӗлӗшпе йышӑннӑ пуҫару Чӑваш Енре пӗлтӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Республикӑри тӗп специалистсем мӗн-пур муниципалитетра пулса курнӑ, 67 ветеран килне ҫитсе сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Ҫывӑх ҫыннисене пӑхакансем валли йӗркеленӗ шкул урокӗсене 800 ытла ҫын итленӗ. Пӗлтӗрхи кӑтартусем проект чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, ҫавӑнпа ӑна 2026-мӗш ҫулта республикӑри "Сывлӑха ҫирӗплетесси тата сывлӑха упрамалли хӑтлӑ майсем туса парасси" программӑна кӗртнӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн специалисчӗсем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 400 яхӑн ҫын патне ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк округӗсем хыҫҫӑн Улатӑрта пулчӗҫ тухтӑрсем. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ тата Улатӑр муниципалитет округӗн Хисеплӗ ҫынни Иван Дмитриевич Логинов патне ҫитрӗҫ. 98 ҫулти мучи таса ӑс-тӑнпа, хавхаланупа пурӑнать, хӑнасем килсен савӑнать. Хаҫат-журнал вуласа, телекӑларӑмсем пӑхса хыпарсене пӗлсе тӑрать. Тухтӑрсем унӑн чӗри епле ӗҫленине тӗрӗслерӗҫ, мӗн канӑҫсӑрлантарнине ыйтса пӗлчӗҫ. Иван Дмитриевич иртнӗ кун-ҫулне аван астӑвать. 1944-мӗшӗнче 17 ҫулта чухне ҫар ретне тӑнӑ, унтан фронта лекнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗрте ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫнӑ, 40 ҫул тракторпа вӑй хунӑ. Нина Четыркина та хӑрушӑ вӑхӑтсен нушине самай астивнӗ. Ленинград тӑшман тыткӑнне лекнӗ ҫул 10-ра пулнӑ хӗрача. Асӗнче куҫҫульпе тулли, выҫӑ, тавралӑх бомбӑсемпе кисреннӗ кунсем нихӑҫан манӑҫми ҫырӑнса юлнӑ. Нина Александровна 94 ҫулта. Паллах ҫак ҫула ҫитсе чир-чӗрӗ те аптратсах тӑрать. Ытларах чӗри ыратнине, юн пусӑме улшӑнсах тӑнине калать. Тухтӑрсем пӗр-пӗринпе канашласа халичченхи сиплеве кӑшт ҫӗнӗлӗхсем кӗртрӗҫ. Пӗр килнӗ-килнех, шур халатлисем Улатӑр район больницинче халӑха йышӑнчӗҫ. Эндокринолог килессе уйрӑмах кӗтнӗ ку тӑрӑхра пурӑнакансем. Хуларисем те, округран та пуҫтарӑнса килнӗ ҫынсем. Сывлӑх учрежденийӗнче йӗркеленӗ лекцисене аслӑ ӑрурисене пӑхма та вӗрентрӗҫ. Тӗрӗс апатлану, чир-чӗрӗн малтанхи тапхӑрӗ епле палӑрни пирки каласа кӑтартрӗҫ.
Республика Пуҫлӑхӗн "Прояви заботу - научи уходу" проекчӗ малалла ӗҫлет. Ҫак кунсенче тухтӑрсен бригади Ҫӗмӗрле тата Комсомольски округӗсене ҫитӗ.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








