"Хӗвеллӗ" микрорайон хулара чи ҫамрӑккисенчен пӗри. Кунта пурӑнакансен йышӗ те ҫулсерен ӳссех пырать. Шкул, ача сачӗсем, суту-илӳ ҫурчӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Сывлӑхне тӗрӗслеттерме вара ҫынсен хулари 1-мӗш клиника больницине ҫӳреме тивет. Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушӑвӗпе микрорайонта медицина учрежденийӗ уҫма республика хыснинчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫавна май "Хӗвеллӗ" бульварти 20-мӗшпе 22-мӗш ҫуртсенчи пӗрремӗш хутри пӳлӗмсене туяннӑ - пурӗ пин ытла тӑваткал метр. 20-мӗш ҫуртра хӗрарӑмсен консультацине уҫма палӑртнӑ. Ӑна валли 270 тӑваткал метр лаптӑк уйӑрнӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем тумалла. Ҫакӑн валли 30 миллиона яхӑн укҫа уйӑрмалла.
Юнашар 22-мӗш ҫуртра вара поликлиника пулать. Пурӗ вӑл 900 яхӑн тӑваткал метр йышӑнӗ. Унта кӑнтӑрлахи стационар та тӑвас тӗллевлӗ. Сиплев ҫурчӗсене уҫасса кунта пурӑнакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвне инҫе каймасӑр, вырӑнтах илме май парӗ.
"Хӗвеллӗ" микрорайонти сиплев учрежденийӗсене ҫитес ҫул уҫма палӑртнӑ. Тӗллев - ача-пӑча поликлиникине тӑвасси.
Оксана Верликова, Святослав Петров








