Кӗр кунӗсем ҫитнӗ май, шӑнса пӑсӑлас хӑрушлӑх ӳсет, вирус инфекцийӗсем те сарӑлма пуҫлаҫҫӗ. Организма гриппран сыхлас текенсене тухтӑрсем прививка тума сӗнеҫҫӗ. "Садовый" микрорайонта пурӑнакан Валентина Степанова куҫса ҫӳрекен сывлӑх пункчӗ килнине пӗлсен тӳрех унта васканӑ.
Республикӑна 3 тӗрлӗ вакцина кӳрсе килнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен витӗмне ҫынсем ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттереҫҫӗ. Чир тапхӑрӗ пуҫланиччен иммунитет ҫирӗпленсе ҫиттӗр тесен прививкӑна самай маларах тумалла.
Вакцина ҫителӗклӗ, ӑна республикӑри медицина учрежденийӗсене валеҫсе панӑ. Ҫанталӑк лайӑх чухне специалистсем "Сывлӑх патне утӑм" проект пункчӗсенче прививка тӑвӗҫ. Каярах предприятисене, ача сачӗсемпе шкулсене те ҫитме палӑртнӑ.
Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов