Ҫӳллӗ шайри кардиохирурги

Чӗре чирӗсене сиплемелли майсене Республикӑри кардиологи диспансерӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конференцире сӳтсе яврӗҫ. Унта пирӗн ҫӗршыври чи ӑста кардиологсемпе хирургсем хутшӑнчӗҫ. 

Чӗре чирӗсене хирӗҫ кӗрешесси - медицинӑри ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Конференцире хӑйӗн опычӗпе Раҫҫей хӳтӗлев министерствин тӗп кардиохирургӗ Геннадий Хубулава паллаштарчӗ. Чӗре чирӗсем расна. Кашнине хӑйнеевӗрлӗ сыватмалли пирки каларӗ вӑл. Ҫавӑн пекех конференцие Мускаври, Хусанти, Чулхулари, Аҫтӑрханри, Архангельскри, Пензари, Тюменьри тата Шупашкарти специалистсем хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк хирургсемпе кардиологсем, тухтӑра вӗренекен студентсем ҫакнашкал ӗҫ-пуҫ хӑйсемшӗн усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Конференцие килнӗ ӑста хирургсемпе кардиологсем шӑпах чӗрепе аптракан ҫынна операци турӗҫ. Вӗсен ӗҫне тӳрӗ эфирта залра пухӑннӑ студентсемпе ытти тухтӑрсем сӑнаса ларчӗҫ. Хирургсем хӑйсен ӗҫне ӑнлантарса пычӗҫ. Вӑл 5 сехет пычӗ. 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров