Гриппа чирлес мар тесен вакцинациленме сӗнеҫҫӗ тухтӑрсем. Вӑл ҫынна вирусӑн паллӑ штаммӗсенчен сыхлать. Хӑш-пӗр пациент прививка тунӑ хыҫҫӑн пӗр-икӗ кун вӑй пӗтнине, ӳт температури хӑпарнине туйма пултарать. Ҫакӑ сывлӑхшӑн хӑрушӑ мар. Грипран уйрӑмах ачасене, ача кӗтекен хӗрарӑмсене, 60 ҫултан иртнисене, шала кайнӑ чирпе тата сахӑр диабечӗпе аптракансене хӳтӗленме сӗнеҫҫӗ. Тухтӑрсем халӑхӑн 60-70 процентне вакцинацилес тӗллевлӗ.
Республикӑра халӑха вакцинацилес ӗҫ раштавӑн 1-мӗшчен пырӗ. Прививкӑна поликлиникӑсенче, мобильлӗ пунктсенче тӑваҫҫӗ. Ҫумра паспорт тата медицина полисӗ пулмалла. Паянхи куна ҫитӗннисене ытларах Канаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсенче эмелпе хӳтӗленӗ. Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенче ҫак кӑтарту пӗчӗкрех.
Алена Артемкина, Светлана Позднякова








