Ҫирӗп йӗркесене малтан туйса илнисен йышӗнче - сӗнтӗрвӑррисем

Коронавируспа чирлекенсем уйрӑмах йышланнӑран республикӑри 9 муниципалитетра - Улатӑр, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Элӗк, Красноармейскипе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче тата Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче виҫҫӗмӗш кун ятарлӑ йӗркепе пурӑнаҫҫӗ. 

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче коронавируспа аптракансен йышӗ 90 процент ӳснӗ. Йывӑр чирлекенсене Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденине сывалма ӑсатаҫҫӗ. Ыттисем амбулаторлӑ майпа сипленеҫҫӗ. Паянхи кун ҫакнашкал майпа 50 пациент вируса хирӗҫ кӗрешет. Ковида пула хулари 8 парикмахерскине хупнӑ. Апатлану вырӑнӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Экономика министерстви ирӗк панипе халь Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 3 кафе кӑна ӗҫлет. Унта тӑрӑшакансем пурте прививка тунӑ. Ҫынсене куар-кодпа е коронавируспа чирлеменнине ӗнентерекен документпа кӗртеҫҫӗ. Ҫак эрнере Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 145 предприятирен 21-шне вӑхӑтлӑх ӗҫлеме чарнӑ. 

Алёна Артёмкина, Димитрий Макаров