Чӑваш Енре "Я привит" акци пуҫарнӑ

Унта коронавирусран вакцинӑпа хӳтеленнӗ ҫынсем хутшӑнса мӗншӗн ҫак утӑма туни пирки каласа параҫҫӗ.

Чӑваш Енре коронавирусран прививка пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Паянхи куна чиртен 360 пин ытла ҫынна хӳтӗленӗ. Ку - лайӑх кӑтарту. Анчах вакцинациленменнисен йышӗ тата ытларах. Вируса хирӗҫ кӗрешекен специалистсен сӑмахӗпе, ковидран хӑтӑлма шӑпах вакцина пулӑшӗ. Прививка тутарнисем халь социаллӑ тытӑмра пуҫарнӑ #ЯПРИВИТ21 акцие хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем унта мӗншӗн хӳтӗленме шут тытни тата эмеле мӗнле чӑтса ирттерни пирки ҫыраҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров