Больницӑна каймасӑрах хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерс текен йышлӑ пулчӗ. Ҫынсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек проектсем питӗ кирлӗ, вӗсем чир-чӗре шала кайиччен асӑрхама тата вӑхӑта перекетлеме пулӑшаҫҫӗ. Пациентсем пӗр вырӑнтах юн пусӑмне виҫме, тӗрлӗ анализ пама, экг, маммографи, флюорографи тума, шӑлсене тӗрӗслеме, йывӑрӑшӗпе ҫӳллӗшне пӗлме пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех медицина колледжӗнче вӗренекенсем аслисене те, пӗчӗккисене те пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳме вӗрентрӗҫ. Тухтӑрсем тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем хыҫҫӑн пациентсене сӗнӳ-канаш пачӗҫ, малалла мӗнле тӗпчевсем ирттермеллине палӑртрӗҫ.
"Сывлӑх патне утӑм" проект республикӑра иккӗмӗш ҫул пурнӑҫланать. Пӗлтӗр ҫулла Чӑваш Енре 70 пине яхӑн ҫын тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Пӗтӗмпе 1570 пациентӑнне тӗрлӗ чир тупса палӑртнӑ, вӑл шутра усал шыҫӑ та. "Чире ҫийӗнчех асӑрхани сиплеве тӗрӗс тата вӑхӑтра пуҫлама май парать", - палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем.
"Сывлӑх поезчӗсем" ҫӗртме уйӑхӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ, специалистсем тӗрлӗ хула-округа ҫитсе килнӗ те ӗнтӗ. Ҫу каҫӗпе проектпа килӗшӳллӗн тухтӑрсен ушкӑнӗ кашни район-хулана ҫитсе килме палӑртнӑ. Куҫса ҫӳрекен пунктсен ӗҫӗпе Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов








