Вӑл шутра ачасемпе пепке кӗтекен хӗрарӑмсен иммунитетне ҫирӗплетме "Ультрикс-квадри" ятлине 36 пин ытла, 130 пинӗшӗ - аслисем валли. Ку вӑл "Совигрипп" тата "Флю-М". Мӗн килнине пӗтӗмпех республикӑри медицина учрежденийӗсене салатса панӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, прививка грипп ерессине темиҫе хут чакарать, чирлесен те ҫӑмӑллӑн ирттерсе яма пулӑшать. Ҫапла майпа амакран хӳтӗленес текенсене поликлиникӑсенче, фельдшерпа акушер пункчӗсенче кӗтеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем ватӑ ҫынсемпе ачасене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шкулта вӗренекенсемпе ача сатне ҫӳрекенсем патне хӑйсемех ҫитеҫҫӗ, поликлиникӑра та прививка тума пулать.
Вакцина мелӗпе хӳтӗленме сивӗ тапхӑр пуҫланиччен самай маларах сӗнеҫҫӗ. Чир-чӗр алхасма тытӑннӑ вӑхӑта вара лӑпкӑн кӗтсе илме пулӗ.
Екатерина Арсентьева ҫемйинче 2 ача. Наци календарӗпе ҫирӗплетнӗ пӗр привикӑна та сиктермеҫҫӗ. Вакцина тунӑ хыҫҫӑн ӳт температури ӳсни те, пепке канӑҫсӑрланни те пулман. Ҫавӑнпа чир-чӗртен ҫакӑн пек меслетпе сыхланма тӑрӑшаҫҫӗ те Арсентьевсем. Вакцинаци пункчӗсем мӗнле йӗркепе ӗҫленине Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлме пулать.
Алиса Александрова, Святослав Петров