Ялта та çĕршыв шайĕнчи ăмăрту йĕркелеме пулать

Шăмăршăра триатлон йышне кĕрекен дуатлон енĕпе Раççей чемпионачĕпе первенстви иртрĕ. Спортсменсем кросс тата велочупăва пĕрлештерекен ăмăртура кам вăйлăрах пулнине  палăртрĕç.
 
Ирина Николаева, Вячеслав Ильин

 Халиччен пирĕн тăрăхра триатлонпа Раççей шайĕнчи ăмăртусем Шупашкарта тата Йĕпреçре ирттернĕ пулнă. Шăмăршăна та ахальтен суйласа илмен — кунта 4 хут ку енĕпе республика чемпионачĕ йĕркеленĕ. Хальхинче ăмăртăва 14 регионти 250 яхăн спортсмен хутшăннă.

Фестиваль шайĕнче иртекен «Шăмăршă дуатлонĕ» парнисемшĕн чăн малтан 12 çултан кĕçĕнрех спортсменсем тупăшрĕç. Мала тухассишĕн ăмăртакан 30 ача йышĕнче вырăнти «Туслăх» спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Костя Кудряшовпа (167-мĕш номер) Валерия Хафизова (179-мĕш номер) та пулчĕç. Ял-йыш хавхалантарни Шăмăршă спортсменĕсене малтан 2 çухрăм кросс, унтан 8 çухрăм велосипедпа, юлашкинчен тепĕр çухрăма чупса тупăшăва ăнăçлă вĕçлеме пулăшрĕ. Анчах хисеп пъедесталĕ çине Шупашкарти Эрик Ижендеев хыççăн пĕр Костя Кудряшов çеç хăпарма пултарчĕ. Фестиваль хуçисем кĕмĕл медальпе кăна çырлахмарĕç. Шăмăршăри Илья Хлюкин Раççей первенствинче эстафета ушкăнĕ йышĕнче бронза тивĕçме пултарчĕ. Дуатлон енĕпе çĕршыври чемпион ятне Питĕрти триатлонистсем тивĕçрĕç, хĕрарăмсем хушшинче - Евгения Сухорученкована, ар çынсенчен Антон Козлова çитекенни пулмарĕ. Самах май, Антон иртнĕ уйăхра Шупашкарта иртнĕ ăмăртура та мала тухнă. Чăваш çĕрĕ ăна пысăк çитĕнӳсем тума пулăшнăран вăл çитес çул триатлонпа Раççей чемпионатне пирĕн республикăра ирттерме сĕнчĕ. Шăмăршăра пурăнакансем те ăмăрту мĕнле иртнипе кăмăллă юлчĕç, спортсменсене сăмахпа хавхалантарнисĕр пуçне, ял çыннисем тупăшу дистанцине те вырăн-вырăнпа чупса тухрĕç.