Çакна тума çĕнĕ саккун хистет. Хăш-пĕр тăрăхра вара ку енĕпе опыт пухма та ĕлкĕрнĕ. Етĕрне районĕнчи Советскинче çулталăк çурă каялла ку ĕçе йĕркелесе янă. Малтан пĕр пус та илмен, халĕ пур çĕрти пекех уйăхсерен кашни çынран 74 тенкĕ те 44 пус пуçтарма йышăннă. Çĕнĕлĕхпе, паллах, нумайăшĕ килĕшмест. Çынсен шухăш-кăмăлне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова
«Жилремсервис» пĕрлешĕвĕн машини яла уйăхне икĕ хут килсе çӳп-çап пуçтарса каять. Çулталăк çурă хушшинче çакна çынсем ханăхнă ĕнтĕ.
Çавăнпа урамсем те тирпейлĕ. Килти ăпăр-тапăра контейнерсене пăрахаççĕ.
Ялсенчи тирпейлĕхпе çынсем те кăмăллă. Çапах та вĕсене çÿп-çап турттарса тухнăшăн тӳлемелли виçе канăç памасть.
Ялсене тасатсах тăмаллипе килĕшеççĕ советскисем. Çапах та тӳлев виçине чакарасса шанаççĕ. Халăх шухăшне шута илсе йĕркене улшăнусем кĕртсен питĕ аван пулмаллаччĕ, теççĕ çынсем.