Транспорт министерстви Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул-йӗр пӑхса тӑракансем валли семинар йӗркелерӗ

Ӑна ирттерме кӑҫалхи пӑрлӑ ҫулсем хистенӗ. Ҫанталӑк кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсене хирӗҫ кӗрешме чылай ҫӗрте хатӗр пулман, иккен. 

Ҫакӑн евӗр "кӗреҫепе" Чӑваш Енре ку таранччен усӑ курман. Вӑл ахальлинчен тӑватӑ хут хаклӑрах. Подрядчиксене ӑна туянма кӑҫалхи ҫанталӑк хистенӗ. "Воддорстрой" пӗрлешӳ, тӗслӗхрен, республика шайӗнчи ҫулсене ҫеҫ мар, "Мӑ-7" трассӑна та пӑхса тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ йышши хатӗре ирӗксӗрех туянма тивнӗ. Унӑн усси куҫкӗрет - пилӗк сантиметр таран пӑра ҫӑмӑллӑнах хырса каять. 

Леонид Евдокимов ҫул-йӗр тытӑмӗнче ҫирӗм ҫул ӗҫлет. Кӑҫалхи пек ҫанталӑк пулнине вара астумастӑп, тет. Ҫумӑр ҫине-ҫине ҫунӑран, ҫулсем хытах пӑрланса ларнӑ. Ҫанталӑкӗ те вылясах тӑрать: паян - ӑшӑ, ыран - сивӗ. 

Тӗслӗхрен, Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакансем пӑрлак ҫул ҫинче конькипе ярӑнма тухнӑ. Ҫак видео социаллӑ тытӑмра анлӑ сарӑлнӑ. Вырӑнти влаҫсен сӑмахӗпе, ҫула ятарлӑ хутӑшпа сапсах тӑнӑ. 

"Чӑвашупрдор" пӗрлешӳри специалистсем ҫула тӗпчесе кайнӑ. Чӑн та, хальхинче ҫитменлӗхсем тупман. 

Сӑмах май, вӗсем чылай муниципалитета тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хӑшӗ-пӗринче ҫулсене япӑх пӑхса тӑни куҫкӗрет. Реагентсене те шеллесе сапаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, чылай чухне пӑра пӗтерме хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах та ӑна тӗпченӗ хыҫҫӑн тӑвара перекетлени палӑрнӑ. Хӑйӑр ҫеҫ сапаҫҫӗ тесен те юрать. Ӑна вара ҫил вӗҫтерсе кӑна каять. 

Шӑпах ҫакӑн евӗр ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе семинар йӗркелеме шутланӑ. Хӑйсен опычӗпе "Росдортехнологии" пӗрлешӳри специалистсем паллаштарчӗҫ. Транспорт министрӗ Владимир Осипов ҫакӑн евӗр тӗл пулусене тӑтӑшах ирттерме шантарчӗ. 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров