Лапсар тӑкӑрлӑкне йӗркене кӗртме пуҫланӑшӑн водительсем уйрӑмах хӗпӗртеҫҫӗ. Ҫула юсасси - вӑраха тӑсӑлнӑ ҫивӗч ыйту пулнӑ. Ӑна республика харпӑрлӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн лав тинех вырӑнтан тапраннӑ.
"Воддорстрой" пӗрлешӳ ҫул-йӗр техникине кунта пӗлтӗр кӑларнӑ. Вӑл юсав ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрӗшӗн яваплӑ. 2 ҫухрӑм та 400 метр тӑршшӗ ҫула йӗркене кӗртмелле унӑн. Асфальт сийне ҫӗннипе улӑштарнисӗр пуҫне подрядчикӑн кунти мӗнпур инженери коммуникацийӗсене куҫарма тивет. Паянхи кун тӗлне ӗҫӗн 60 процентне пурнӑҫланӑ. Графикпе утӑ уйӑхӗ вӗҫлениччен туса пӗтермелле.
Водительсене ытлашши чӑрмавлӑ ан пултӑр тесе Лапсар тӑкӑрлӑкне икӗ тапхӑрпа ҫӗнетеҫҫӗ. Кунта промышленность предприятийӗсем вырнаҫнине кура машин нумай ҫӳрет. Юсавӑн иккӗмӗш тапхӑрне пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнетмелли лаптӑк - тӑкӑрлӑкри 23-мӗш ҫуртран пуҫласа Ишлей ҫулӗ таран. Икӗ ҫухрӑм ҫурӑ тӑршшӗ ҫула "Универсал" пӗрлешӳ йӗркене кӗртет.
Лапсар тӑкӑрлӑкне юсама пурӗ миллиард ҫурӑ тенке яхӑн уйӑрнӑ. Транспорт министерстви ӗҫ пахалӑхне тата подрядчиксем графике пӑхӑннине асӑрхасах тӑрать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Лапсар тӑкӑрлӑкӗпе кану кунӗсенче транспорта вӑхӑтлӑх ҫӳреме чарӗҫ. Ҫакӑ ҫул урлӑ выртакан шыв, канализаци пӑрӑхӗсене куҫарассипе ҫыхӑннӑ.
Екатерина Фомина, Денис Афанасьев








