Республикӑри асфальтпа бетон завочӗсенче ҫул юсассипе хӗрӳ тапхӑр пуҫланнӑ

Ҫу кунӗсем ҫитнӗ май республикӑри ҫул-йӗр ҫинче хӗрӳ ӗҫ вӑй илсе пырать. Ку тӗлӗшпе кӑҫаллӑха палӑртнӑ тӗллевсем те калӑпӑшлӑ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗр предприятие ҫитсе регионта мӗнле технологисене тӗпе хунине тӗпчерӗ. 

Регионта пӗлтӗр программӑпа 64 объект юсанӑ. Кӑҫал пурӗ 72 ҫул лаптӑкне йӗркене кӗртмелле. Ҫак ӗҫе "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тума палӑртнӑ. Пурӗ асфальтпа бетон кӑларакан 10 завода явӑҫтармалла. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рынкӑ ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. "Воддорстрой" пӗрлешӳ ҫак тытӑмра чӗрӗк ӗмӗр ытла.

Асфальтпа бетон материалне те хӑйсен пӗрлешӗвӗнчех туса кӑлараҫҫӗ. Паянхи кун талӑкра пин ҫурӑ тонна яхӑн хутӑш хатӗрлеҫҫӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх,  тивӗҫсен ытларах пайне техникӑна шаннӑ, тӗп ӗҫ - компьютер умӗнче. Асфальтпа бетона ӗҫе яриччен  тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр кӑлармалла.

Ҫак яваплӑх лабораторире ӗҫлекенсем ҫинче.  Хутӑш ҫирӗплӗхне, вӑл мӗн чухлӗ шыв ҫӑтма пултарнине, транспорт йывӑрӑшне епле йышӑннине тишкереҫҫӗ. Ҫул сийӗн пахалӑхне ӳстерекен материалсем те хушаҫҫӗ.

Лапсар тӑкӑрлӑкне юсама та "Воддорстрой" материалӗпе усӑ кураҫҫӗ.

Ку ҫул лаптӑкӗпе водительсем тахҫантанпах кӑмӑлсӑр. Ӑна йӗркене кӗртнине курса тӑракансем вӑхӑтлӑх чӑрмавсене те чӑтма хатӗррине калаҫҫӗ. Талӑкне ку лаптӑкпа 10 пине яхӑн машин иртсе ҫӳрет. Малтанах ҫул айккисене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Юсав лаптӑкӗн тӑршшӗ 2 ҫухрӑм та 400 метр. Вӑл шутран 2 ҫухрӑмӗ - транспорт ҫӳрекен ҫул. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи мӗн-пур ӗҫе 2027-мӗш ҫулта вӗҫлемелле.

Алиса Александрова, Денис Афанасьев