Республикӑра "Мӑ-12" аслӑ ҫула тунӑ чухне юрӑхсӑра тухнӑ лаптӑксене юсаҫҫӗ

Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен 2 миллиард та 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 6 муниципалитетри 70 ытла ҫухрӑма йӗркене кӗртмелле. Тӑвай округӗнче юсав мӗнле пынине Транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Максим Петров тӗрӗслерӗ. 

"Тӑвай - Чутей - Мӑн Кайпӑҫ" республика шайӗнчи автомобиль ҫулӗ анлӑ строительство вӑхӑтӗнче самай арканнӑ. Ҫавна май кунти 15 ҫухрӑм ҫурӑ тӑршшӗ тата 6 метр сарлакӑш лаптӑка йӗркене кӗртме йышӑннӑ. Подряд организаци ӗҫе нумай пулмасть пикеннӗ. Килӗшӳ тӑрӑх асфальта ҫитес ҫул сарса пӗтермелле, анчах та тӗллеве маларах пурнӑҫлама шантараҫҫӗ. 

Объект хакӗ 275 миллион тенкӗ. Строительсен кивӗ асфальта хырса илсе 2 сий ҫӗнни сармалла. Ҫула йӗркене кӗртессе ку тӑрӑхра пурӑнакансем куҫ пек кӗтеҫҫӗ. Транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Максим Петров палӑртнӑ тӑрӑх, пурӗ республикипе кӑҫал 70 ытла ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫакна федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа тума май килӗ. 

Ҫитес икӗ ҫулта Тӑвай тӑрӑхӗнче пилӗк инфратытӑм проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗсен хакӗ 910 миллион тенкӗ ытла. Тӗп тӗллев - ҫул-йӗр пахалӑхне ӳстерсе ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси. 

"Аниш" трасса ҫинчи Сӑкӑт юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере 1988-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа вӑл самай кивелме ӗлкӗрнӗ. Кунсерен ку каҫӑпа 3 пин ытла транспорт иртсе ҫӳрет. Кӑҫал ӑна "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама пуҫланӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн ӗҫсене икӗ ҫулта туса пӗтермелле. Объект тӑршшӗ 125 метр. Юсанӑ хыҫҫӑн вӑл тепӗр 3 метр вӑрӑмланӗ. 

"Объектри ӗҫсем мӗнле пынине "Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн асӑрхаса тӑрӑпӑр", - пӗлтерчӗ Максим Петров министр. Ҫакӑ ӗҫсен пур тапхӑрне те пахалӑхлӑ та туллин туса пыма май парӗ. 

Оксана Верликова, Денис Афанасьев