Регионти тапхӑрта палӑрнисем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ

Чӑваш Енре бульдозерпа экскаватор машинисчӗсен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ. Ку вӑл "Хӑйсен профессийӗнче чи лайӑххисем" тупӑшӑвӑн республикӑри тапхӑрӗ пулчӗ. 

Бульдозер пӑта ҫапса кӗртнине курнӑ-и? Хӑйсен профессийӗнче чи лӑйӑххине суйлама тӳресем чылай кӑсӑклӑ хӑнӑхтару хатӗрленӗ. 

Бульдозер машинисчӗсем хыҫҫӑн хӑйсен ӑсталӑхне экскаваторпа ӗҫлекенсем кӑтартрӗҫ - вӗсем трактор ӑскӑчӗпе шӑрпӑк курупкине те хупияҫҫӗ. Республика тапхӑрне пурӗ 11 ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем тӗрлӗ предприятире ӗҫлекенсем. Хумханнине пытармаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫакӑн евӗр конкурса пӗрремӗш хут хутшӑнать. 

Конкурсантсене ҫанталӑк шеллемӗрӗ - ҫумӑр кунӗпех ҫурӗ. Тепӗр тесен йывӑр техникӑшӑн ку чӑрмав мар. Полигонра мӗн пулса иртнине тӳрӗ эфирта интернетра сӑнама май пулчӗ. 

Машинистсен тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухма тиврӗ. Вӑл шутра тест ыйтӑвӗсене те хуравларӗҫ. Тупӑшни ахаль мар. Регион тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗшӗн 100 пин тенкӗ параҫҫӗ. Бульдозерпа ӗҫлекенсем хушшинче Олег Бакалин мала тухрӗ. Вӑл "Промтраткор" заводра 43 ҫул ӗҫлет.

Экскаватор машинисчӗсенчен вара Александр Торхеев чи лайӑххи пулчӗ. Вӑл Шупашкарти юханшыв портӗнче вӑй хурать. Ку уншӑн пӗрремӗш конкурс. 

Регион тапхӑрӗнче палӑрнисем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Сӑмах май, ку тупӑшу та Шупашкартах иртет. Тӗрлӗ регионти ӑстасем республика тӗп хулинче ҫурла уйӑхӗнче пухӑнӗҫ. 

Вероника Павлова, Святослав Петров