Паян Раҫҫейре ҫӑлавҫӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Шывра путакансене хӑтаракансем, вут-ҫулӑм тыткӑнӗнчен кӑларакансем, ҫухалнисене тупакансем, пӗр-пӗр синкер тухсан чи малтан инкекпе куҫа-куҫӑн тӑракансем. Ҫак професси яваплӑ та йывӑр. Пурнӑҫне ку тивӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ кашни ҫынна вара геройпа танлаштарма пулать. Паян республикӑри тӗрлӗ ӗҫре уйрӑмах палӑрнисене тав туса чыслӗҫ. Маларах вара ятарлӑ службӑсене ҫӗнӗ техникӑпа тивӗҫтерчӗҫ. 

Ҫӗнӗ Ҫул тӗлне республикӑри пушар хуралӗн тата шыравпа ҫӑлав служби ҫӗнӗ техникӑллӑ пулчӗ. Ятарлӑ машинӑсен уҫҫисене регионӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлекенсене пачӗҫ. 3 автоцистерна пушарпа кӗрешекен служба постӗнче хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ. Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчи хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑ пулӗҫ. Трак тӑрӑхӗнче вут-ҫулӑма тӗп тӑвассипе ӗҫлекенсем автопарк ҫӗнелсех пынине палӑртаҫҫӗ. 2018-мӗш ҫулта вӗсене 2 "Урал" машина панӑ. 

Ҫӗнӗ йышши машинӑсене специалистсем хак пама та ӗлкӗрнӗ. "Пӗр тимӗр ут цистернине 6 тонна таран шыв кӗрет. 2 машинах тахҫанхи темиҫе техникӑна улӑштарма пултарать", - теҫҫӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗн парне йышӑнакансем. 

УАЗ машинӑпа та малашне вут-ҫулӑм алхасакан вырӑна хӑвӑрт ҫитме пулӗ. Тӗрлӗ синкер тухсан ҫӑлавҫӑсен ал айӗнче те халӗ ятарлӑ техника ытларах. 4 аварипе ҫӑлав автомобилӗ хуралта сыхӑ тӑрӗ. Уйри кухня та тем пек кирлӗ. Ҫӑлавҫӑсене, чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва лекнӗ халӑха вӗри апатпа тивӗҫтерме уйӑрнӑ ӑна. "Инкекре мар, техникӑна вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна усӑ курма сӑлтавӗ пултӑр", - терӗҫ ҫӑлавҫӑсене машин уҫҫисем панӑ май.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров