Муниципалитетсене таса-тирпейлӗ тытса тӑма

Ҫак кунсенче республикӑри хуласемпе округсем хамӑр тӑрӑхра туса кӑларнӑ техникӑллӑ пулчӗҫ. Коммуналлӑ хуҫалӑхра усӑ курмалли тимӗр утсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хак пачӗ.

Ҫӑмӑл та ҫаврӑнӑҫуллӑ, ӗҫре шанчӑклӑ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалланӑ брендпа тухнӑ таварне хуҫисем ҫапла хак параҫҫӗ. 90 лаша вӑйӗллӗ трактор чӑннипех те паха.

Ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑну пӗр хушӑ йывӑрланнипе ют тӑрӑхри партнерсем хӑйсем ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан. Анчах "Трактор завочӗсем" концерн санкцисемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр малаллах талпӑннӑ. Ятарлӑ контрактпа килӗшӳллӗн пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ техника кӑлараҫҫӗ. Вӗсенчен 23-шӗ халӗ республикӑри муниципалитетсенче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Коммуналлӑ хуҫалӑхӑн техника паркне ҫӗнетессине пӗрер трактор уйӑрнинчен пуҫланӑ. Округсемшӗн ку, паллах, кӗтнӗ пулӑм.

"Шалта ларса пыма ӑшӑ та хӑтлӑ. Мӗн кирли пӗтӗмпех пур", - теҫҫӗ техникӑна йышӑннӑ водительсем.  Техника чӑхӑмлас пулсан ыйтусене хамӑр республикӑрах татса пама май пулӗ. Ҫитес ҫул вара завод ҫакнашкал 500 машин туса кӑларса тӗрлӗ предприятие ӑсатасшӑн.

Алиса Александрова, Виктор Степанов