Машин темле шанчӑклӑ пулсан та ӑна ҫын тытса пырать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уявра нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе палӑртрӗҫ. Михаил Сандыркина "Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят пачӗҫ. Вӑл республикӑри инкеклӗ медицина тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн Патӑрьелти подстанцийӗнче водитель-механикре 30 ҫула яхӑн тӑрӑшать.
Республика Пуҫлӑхӗ салам сӑмахӗнче ҫул-йӗр тытӑмӗн аталанӑвӗнче регионта курӑмлӑ ӗҫсем тунине палӑртрӗ.
"Пурнӑҫ валли инфраструктура" наци проекчӗ тата республика программисем пулӑшнипе Чӑваш Енре ҫӗнӗ ҫулсем сараҫҫӗ, киввисене тӗпрен юсаҫҫӗ. Ҫакӑнта ҫул-йӗр бригадисен, инженерсен, проектировщиксен, водительсен, рабочисен тата диспетчерсен тӳпи пысӑк пулнине каларӗ. Чуна парса ӗҫленине асӑрхани, сумлӑ наградӑсемпе паллӑ туни - регион аталанӑвӗшӗн малалла та вӑй хума хистет, терӗҫ пухӑннисем.
Паянхи куна республикӑри ҫулсен тӑршшӗ 12 пин ҫухрӑм ытла. Иртнӗ пилӗк ҫулта юсав хӑвӑртлӑхӗ икӗ хут ӳснӗ. Ҫавна май транспорт тытӑмӗ те аталансах пырать. Чӑваш Енре пилӗк ҫулта 221 троллейбус туяннӑ, ку енӗпе республика ҫӗршывра малтисен йышӗнче. Сывлӑш транспортӗнче те ырӑ улшӑнусем. Кӑҫал самолетсем Шупашкартан Новосибирск тата Минск хулисене вӗҫме пуҫланӑ. Уявра ҫакӑнпа чарӑнса тӑмалла маррине, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне талпӑнмаллине палӑртрӗҫ.
Ксения Потапова, Николай Скворцов








