Икӗ хулара пурӑнакансемшӗн меллӗ маршрут

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӗнӗ маршрут - 61-мӗш троллейбус ҫыхӑнтарчӗ. 

Ҫак ҫӗнӗ троллейбуссене нумай пулмасть ҫӑмӑллатнӑ программӑпа усӑ курса самай йӳнӗ хакпа туяннӑ. Вӗсем электричествосӑрах автономлӑ майпа ҫӳреме пултарни республикӑри транспорт министерствин пысӑк ыйтӑвне татса пама пулӑшнӑ - Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара халӑхшӑн меллӗ маршрутпа ҫыхӑнтарнӑ.

Транспорт маршручӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗнчен пуҫланать. Халӑх йышлӑ пурӑнакан районсем урлӑ Шупашкарти Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне кӗрет. Унтан Эгер бульварӗпе пӑрӑнса вокзалсем урлӑ Гладков урамне каять, больницӑсен ҫумӗпех иртет.

Ҫӗнӗ маршрутӑн пӗрремӗш хӑнисене троллейбус управленийӗ парнесемпе савӑнтарчӗ. Пассажирсене кашни чарӑнурах аниматорсем хапӑл турӗҫ.

Ҫак троллейбуссем пур енчен те хӑтлӑ та меллӗ пулмалла. Кунта пӗр харӑс 90 ҫын вырнаҫма пултарать. Лармалли вырӑнсем - 33. Кирлӗ пулсан кунтах телефонсене те авӑрлама пулать. Ку тӗллевпе транспортра ятарласа ЮСБ розеткӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес 5 ҫулта вара Шупашкарта ҫакӑн евӗр тепӗр 133 троллейбус илме палӑртнӑ. Вӗсем транспорт паркӗнчи 15 ҫул ытла ҫӳрекен кивелнӗ машинсене улӑштарӗҫ. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин