Гаражра вунна яхӑн ӗлӗкхи техника

Мӗн ачаран вӑл машин-техникӑна юратса ӳснӗ. Халӗ вара тӗрлӗ вӑхӑтри транспорт куравӗсемпе фестивалӗсенче палӑрать. Шупашкарта пурӑнакан Юрий Миллин Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май хуҫалӑхӗнчи ретро-автомобильсемпе черетлӗ парадра хутшӑнма хатӗрленет. 

Гараж алӑкӗ уҫӑлсанах хӑнасене "ГАЗ-12 ЗИМ" автомобиль кӗтсе илет. 1956-мӗш ҫулта Чулхулара кӑларнӑ чаплӑ машинӑна Юрий Миллин 7 ҫул каялла Ижевскран туянса килнӗ. Юрий Николаевичӑн ретро-техникӑпа кӑсӑкланасси юнра темелле. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккелте ҫуралса ӳснӗскер мӗн пӗчӗкрен ашшӗпе тата шӑллӗпе пӗрле ӗлӗкхи автомобильсемпе аппаланма юратнӑ. Пӗтӗмпех ҫак 1971-мӗш ҫулта кӑларнӑ "ГАЗ-69" машинран пуҫланнӑ.

Ҫитӗнсен вӑл авалхи машинсемпе тата та ытларах кӑсӑкланса кайнӑ. Вӗсене тӗрлӗ ҫӗрте туянса коллекцие пухса пынӑ. Май килнӗ таран юсаса, сӑрласа ҫӗнетнӗ. Унтанпа ҫак тата ытти ретро-машинсемпе пӗрле Чӑваш Енре иртекен Ҫӗнтерӳ парачӗсенче хутшӑнать вӑл. Ҫак автомобиль ҫеҫ Елчӗкре, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ хулинчи аслӑ уявсенче пулнӑ. Кунтах хӑйне евӗрлӗ "Урал" мотоциклсем лараҫҫӗ. Пӗрин кӳмми ҫине коллекционер "Максим" пулемет вырнаҫтарнӑ. Тепӗр тимӗр учӗ вара уншӑн уйрӑмах хаклӑ. Ҫывӑхра ларакан Запорожеца та маҫтӑр прицеппа тата ытти хушма хатӗрсемпе пуянлатнӑ.

Ретро-автомобильсен гаражӗнче вунна яхӑн ӗлӗкхи техника. Кашнинех Юрий Николаевич ачана пахнӑ пек юратса яланах юсавра тытать. Ку йывӑр тиевлӗ техника вара темрен те хаклӑ. Вӑл ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗпе, нихҫан манӑҫми историйӗпе ҫыхӑннӑ.

Хӑш чухне Юрий Николаевич кивӗ машинсемпе ятарласа хула урамӗсем тӑрӑх ярӑнма тухать. Тепӗр чух тӑван ялне те кайса килет. Иртен-ҫӳрен савӑнса ӑшшӑн пӑхни унӑн кӑмӑлне ҫӗклет.

Ялтӑртатса ларакан ӗлӗкхи машинсемпе Юрий Миллин 2013-мӗш ҫултанпа тӗрлӗрен куравра хутшӑнать. Чӑваш Енсӗр пуҫне Йошкар-Ола, Чӗмпӗр, Чулхула, Хусан тата ытти хуласенчи фестивальсене ҫитсе килнӗ, акцисене хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Юрий Николаевич ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшу парассинче хастарлӑх кӑтартать.

Хастар та тӑрӑшуллӑ арҫын кӑҫалхи Ҫӗнтерӳ ҫулталӑкӗнче ҫӗршыври лару-тӑру лӑпланасса шанать. Хальлӗхе вара май килнӗ таран сӑваплӑ тивӗҫне пурнӑҫласа фронтпа пӗрле пулма тӑрӑшнине калать. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров