Пӗлтӗр регионти ҫулсем ҫинче 810 авари шута илнӗ. Вӗсенче 106 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пин ытла ҫын аманнӑ. 2010-мӗшӗнче 300-е яхӑн ҫын инкекре вилнӗ пулсан, юлашки ҫулсенче ҫак кӑтарту чакни палӑрать. Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тимлекенсем умне лартакан тӗллевсен пӗри шӑпах ҫакӑ.
Республикӑри 9 районта пӗлтӗр хӑрушӑ инкекпе вӗҫленнӗ аварисен йышӗ ӳснӗ. Сӑлтавӗ чылай чухне машинсем хирӗҫле йӗр ҫине тухни. Ҫавна пула хӑш-пӗр лаптӑксенче ҫулсене 2 йӗртен самай анлӑлатассине пӑхса тухмалла. Транспорт ҫуран ҫӳрекенсем ҫине пырса кӗни те час-часах пулать. Талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче машин кустӑрми айӗнче 30-ӑн вилнӗ. 28-шӗн тумӗ ҫинче ҫутатакан хатӗрсем пулман. Руль умне ӳсӗрле ларса инкек кӑларакан водительсен шучӗ 2023-мӗш ҫулхипе танлаштарсан 16 процент чакнӑ. 16 ҫула ҫитмен ачасем ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче шар курасси те сахалланнӑ. Инспекторсем ял-хулари, республикӑна пырса кӗнӗ вырӑнсенчи лару-тӑрӑва тимлеҫҫӗ. Рейдсем йӗркелесе саккуна пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, явап тыттараҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче видеосӑнав меслечӗ те йӗрке тӑвассине пӗлтерӗшлӗ витӗм кӳрет. Вичкӗн куҫлӑ техникӑна ытларах уйрӑмах хӑрушӑ лаптӑксене вырнаҫтараҫҫӗ.
Пӗлтӗр патшалӑх автоинспекцийӗнче эрех-сӑрапа минресе руль умне ларакансене тытса чарассипе уйрӑмах ҫине тӑрса ӗҫленӗ пулсан, кӑҫалхи ҫула ҫуран ҫӳрекенсене халалласшӑн. Ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене хӑрушсӑрлӑрах тӑвассипе, кирлӗ чухлӗ ҫутӑпа тивӗҫтерессипе, вӗренӳ учрежденийӗсем тӗлӗнче ятарлӑ каҫӑсем йӗркелессипе, тротуарсем сарассипе тӑрӑшмалла.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов