Статистика тӑрӑх, ӳсӗр водительсен айӑпӗпе аварисен шучӗ шӑпах кану тата уяв кунӗсенче ӳсет. Инспекторсем хуласене кӗрекен тата тухакан транспорта тӗрӗслерӗҫ. Рейдӑн 3 кунӗнче эрех-сӑра ӗҫнӗ 54 водителе тытса чарнӑ.
Вӑл шутра руль умне ларма ирӗк пулман каччӑна. Малтан вӑл мотоциклӗпе тарма хӑтланнӑ, кайран ӑна пӑрахсах чупса кайнӑ. Ун тӗлӗшпе темиҫе протокол ҫырнӑ. Водительсем ӳсӗрле руль умне ларнине тӗрлӗ салтавпа тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем ҫывӑх ҫыннисемпе вӑрҫӑннӑ, теприсем хӑйсене ирӗккӗн туяс тенӗ, хаяр шӗвек мар, уйран-турӑх тавраш ытларах ӗҫнӗ текенсем те пур. Темле пулсан та чи малтанах яваплӑх пирки шутламалла - ҫӑмӑлттайлӑх ҫын пурнӑҫне татма пултарать. Тытса чарнӑ водительсем халӗ машинпа ҫӳреймеҫҫӗ, вӗсен транспортне ятарлӑ стоянкӑна кайса лартаҫҫӗ.
Руль умне ӳсӗрле ларнисене 30 пин тенкӗлӗх штравлама е ҫур ҫултан пуҫласа икӗ ҫул таран водитель правине туртса илме пултараҫҫӗ. Шупашкарта инспекторсене пакунлӑ Хӗл Мучи те пулӑшрӗ. Вӑл саккуна пӑхӑнакан водительсене парнесем пачӗ.
Диана Иванова