Тĕп хулари сатиксенче картишсене илемлетеççĕ

Шупашкарти ача сачĕсен лаптăкĕсене илемлетес тĕлĕшпе «Арт-ландшафт» конкурс иртет. Ăна çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Проекта хулари 121 ача сачĕ хутшăнать.

Оксана Баскакова, Вадим Владимиров

136-мĕш ача сатĕнче тĕлĕнмелле илемлĕ лаптăксем йĕркеленĕ. Кану кĕтесĕсене воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ хăйсен вăйĕпе хатĕрленĕ. Ландшафт дизайнĕн тĕрлĕ мелĕпе усă курнă. Кунта альпинарипе, чечек клумбисемпе, кӳлепесемпе киленме, сăнарсене тытса пăхма май пур. Ача сатĕнче хăтлă, илĕртӳллĕ лаптăксем йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать.
Лаптăксене тирпей-илем кĕртме ачасем те пулăшаççĕ. Вĕсем пахча- çимĕç йăранĕсене шăвараççĕ. Кĕçех помидор, купăста, редис пиçсе çитмелле. Çак проект ачасен тавра-курăмне анлăлатма, вĕренĕве кăсăклăрах ирттерме пулăшать.

Уçă сывлăшра ачасемпе вăйăсем, уроксем ирттереççĕ. Сăмахран, «Асамлă кĕпер» çинче шăпăрлансем мĕн çинчен ĕмĕтленнине каласа çип çыхаççĕ. Çапла майпа психолог вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлме пултарать.

Шкул çулне çитменнисен 136-мĕш учрежденийĕ гектар ытла вырăн йышăнать. Воспитательсемпе ачасем кашни кунах ăна хăтлăлатас тесе тăрăшаççĕ. «Хамăр вăйпа илемлетнĕ кĕтес чуна çĕкленӳлĕх, канлĕх кӳрет», - теççĕ вĕсем. Ятарлă конкурс йĕркелени вара тата тăрăшуллăрах пулма хистет.