Юрă-ташăпа пĕрлех Шупашкар уявĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ. Чи пĕлтерĕшли - виçĕ енлĕ тупăшакансен „Шупашкар акватлонĕ“. Турнирта икçĕр ытла спортсмен вăй виçрĕ.
Леонид Петров, Вячеслав Ильин, Игорь Ульянов
Ку ăмăрту Раççейри триатлон федерацийĕн спорт календарьне иртнĕ çул кăна кĕнĕ. Пĕлтĕр вăл ăнăçлă пулнăран, кăçал „Шупашкар акватлонне“ çĕршыв шайĕнче йĕркеленĕ.
Акватлон енĕпе ăмăртакансем малтан чупаççĕ, унтан ишеççĕ, кайран каллех чупаççĕ. Анчах та Атăл шывĕ сивĕрех пулнăран, ăмăрту программине улшăнусем кĕртрĕç. Спортсменсем ишессинчен пуçларĕç, унтан чупса тупăшрĕç. Шывра 500 метр тата çĕр çинче икĕ çухрăм çурă дистанцие 13-14 çулти арçын ачасенчен чи малтан тĕп хулари «Спартак» спорт шкулĕнче вĕренекен Роман Минеев парăнтарчĕ. Хĕрсенчен кĕмĕл медаль Шупашкар районĕнчи «Улăп» спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Рената Чайникова çĕнсе илчĕ.
Раççей чемпионĕсем вара Питĕрти спортсменсем пулчĕç. 1 çухрăм ишсе тата 5 çухрăм кросс чупса арçынсенчен триатлон енĕпе Европа Кубокĕн бронза призерĕ Антон Козлов мала тухрĕ. Хĕрарăмсенчен финиша пĕрремĕшĕ Тамара Максиянова çитрĕ.
Турнирта çĕнтерÿçĕсене пĕтĕмпе 16 ушкăнра палăртрĕç. Спорт уявне йĕркелекенсем пурин валли те асăнмалăх парнесем хатĕрленĕ. Çавăнпа выляса яракан никам та пулмарĕ.