Сут приставĕсем Канашри предпринимательсене тĕрĕслерĕç

Çĕнĕ çула - парăмсăр! Республикăри сут приставĕсем çак кунсенче Канаш хулинчи пасарта рейд ирттерчĕç. Инспекторсем штраф, налук, пенсипе страхлав фончĕсене вăхăтра е пачах тÿлемен предпринимательсемпе кăсăкланчĕç.

Леонид Петров, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев

Приставсем малтанах чечек сутакан пĕр лавккара пулчĕç. Унăн хуçи патшалăх умĕнче 50 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Усламçă вырăнта пулманран, инспекторсем унпа телефонпа çыхăнчĕç. Вăл парăмăн пĕр пайне вырăнтах тÿлесе татма килĕшрĕ. Юлнă укçашăн приставсем лавккари телевизорпа вăхăтлăх усă курма чарчĕç. Тум-тир сутакансен те парăмсем пур. Пĕр хĕрарăмăн вăл 70 пин тенкĕрен те иртнĕ. Уншăн инспекторсем килни кĕтменлех пулчĕ пулин те, вăл çийĕнчех укçа тупрĕ.

Пасарти кафере те приставсем валли ĕç тупăнчĕ. Унăн хуçин тÿлесе татман „хÿресем“ пулнишĕн, холодильникпе тата микроволновкăпа усă курма чарчĕç. Тивĕçе 10 кунта пурнăçламасан пурлăха сутса ярĕç. Çав укçапа вара парăма саплаштарĕç. Инспекторсене кăсăклантаракан хăшпĕр лавккасем хупă пулчĕç. Вĕсен хуçисен йĕрке хуралçисемпе çав-çавах тĕл пулма тивĕ. Парăмсене хăйсен ирĕкĕпе тÿлесе татма 14 кун уйăрчĕç.
Кун пек рейдсем тăтăшах ирттереççĕ. Вĕсен усси куç кĕрет. Çулталăк пуçланнăранпа сут приставĕсем патшалăх хыснине 3 миллиард тенкĕлĕх пуянлатнă.