Паянхи кун пирки техника самани тесе калатпӑр пулин те ял пурнӑҫне лашасӑр куҫ умне кӑларма йывӑртарах. Юртӑ лашасем усракансемшӗн ял уявӗ республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата кӳршӗ регионсенчи юлташӗсене янаварӗсемпе пӗрле ӑмӑртӑва чӗнме лайӑх сӑлтав пулса тӑнӑ. Лаша спорчӗн уявне ирттерекенсенчен пӗри Александр Попов ачаран ҫак чӗрчуна юратнӑ, килӗнче те усранӑ, утланса ҫӳреме вӗреннӗ. Кармал ипподромӗн рекордсменӗ те шутланать вӑл. Хальхи ӑмӑртӑва хатӗрленсе Апогей ятлӑ ӑйӑр туяннӑ. Анчах хальхинче финала тухайман.
Вырӑнти халӑхшӑн та урхамахсен ӑмӑртӑвӗн кунӗ - кӗтнӗ пулӑм. Шӑрӑх ҫанталӑк, хӗртсе пӑхакан хӗвел ӑмӑртакансене самай чӑрмантарчӗ. Пурпӗр кашниех финиша тивӗҫлӗн ҫитме тӑрӑшрӗ. 2025-мӗш ҫулта Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин Кубокне ҫӗнсе илнӗ Алексей Краснов - стартра чи асли. Хальхинче вӑл малти вырӑна тухаймарӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи Николай Пыркинпа Панкейк РМ лаши 2-мӗш вырӑна тухрӗҫ. Юланутпа ӑмӑртса Адель Гибадуллин Ракита Голд лашипе мала тухрӗ. Урхамах хуҫи - Ильмир Калмыков.
Алиса Александрова, Вячеслав Ильин