Вӗсене медальсем мар, шанчӑклӑ туссем савӑнтараҫҫӗ 

Чӑваш Енри спортсменсен Кӑркӑсстанри Тянь-Шань тӑвӗсем ҫинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем чи йывӑр маршрута парӑнтарма пултарнӑ. Ушкӑнра яшсем ҫеҫ мар, хӗр те пур. 

Тянь-Шань тӑвӗсене пирӗн 5 ентеш парӑнтарнӑ. Вӗсен йышӗнче - Надежда Краснова. Ҫӳллӗ тусем ҫинчи маршрутсемпе ҫӳрекенсенчен вӑл - Чӑваш Енри пӗртен пӗр хӗр. Унӑн хӑйӗн йӑли те пур - кашни похода ҫӗнӗ кӗпе илсе каясси. Ара, ту тӑрринче сӑн ӳкерчӗксем уйрӑмах илемлӗ пулаҫҫӗ-ҫке! 

Ытти енчен Надежда пуринпе пӗр тан йывӑрлӑхсене парӑнтарать. Спорт туризмӗпе вӑл университетра вӗреннӗ чух кӑсӑкланса кайнӑ, ҫавӑнтах пулас мӑшӑрӗпе - Викторпа паллашнӑ. Халӗ Красновсем ҫулҫӳревсенче ялан пӗрле - пӗр-пӗрне хавхалантарсах тӑраҫҫӗ. 

Хальхинче хастарсем Тянь-Шань тӑвӗсем тӑрӑх хывнӑ чи йывӑр - 6-мӗш категориллӗ маршрута хыҫа хӑварнӑ. Ҫӳлте юрпа пӑр ҫеҫ, ҫавӑнпа та ятарлӑ хатӗрсемсӗр май ҫук. 162 ҫухрӑма 25 кунра утса тухнӑ вӗсем. Сӑмах май, ку таранччен ку маршрута никам та парӑнтарайман. Поход ертӳҫи Григорий Львов ҫулҫӳреве тӗплӗ йӗркеленӗ - ҫӗнӗ вырӑнсем уҫма тата иртнӗ 25 ҫул хушшинче никам та хӑпарса курман ту тӑрах каҫма тӗллев лартнӑ. "Сюрприз" ятлӑскер, чӑн та, кӗтменлӗхсемпе тӗлӗнтернӗ. 

Спорт туризмӗн тӗнче чемпионатне хутшӑнас тесен, маршрутпа утса тухни ҫителӗксӗр. Ҫулҫӳрев пирки тӗплӗ ҫырса документ хатӗрлемелле. 

Хальхинче вӑл 300 страницӑпа танлашрӗ, каласа парать поход ертӳҫи. Пирӗн ентешсем 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр 1-мӗш пулнӑ. Раҫҫейри ӑмӑртусенче те хастарсем яланах малтисен ретӗнче. 

Медальсемпе кубоксем мар, тус-юлташсемпе пӗрле пухӑнса ҫӗнӗ маршрутсем уҫни чи паха. Шанчӑклӑ туссем пулсан пурнӑҫри йывӑрлӑхсем ҫине те урӑхларах пӑхма пуҫлатӑн - паянхине ырана хӑвармасӑр кашни кунпа киленме вӗренетӗн, теҫҫӗ спортсменсем. 

Кулленхи пурнӑҫра вара кашни хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать - кам айти-специалист, кам инженер, сӗтел-пукан ӑсталакан, врач-хирург та пур. Кӑҫалхи тӗллевсем те пысӑк турист-спортсменсен - Таджикистанри Фаны тӑвӗсем вӗсене илӗртеҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов