ГТО фестивалӗнче туслӑхпа хаваслӑх хуҫаланать. Хӑйсен ӑсталӑхӗпе пухӑннисене спортсменсем паллаштарчӗҫ. Эстрада артисчӗсен юрри-ташши илем кӳчӗ уява. Пурте пӗрле зарядка туни вара кӑмӑла ҫӗклерӗ, ҫан-ҫурӑма ҫемҫетме пулӑшрӗ.
Чӑтӑмлӑхне, ӳт-пӳ ҫирӗплӗхӗпе вӑйне тӗрӗслеме патшалӑх автоинспекцийӗнче, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче, Росгварди, Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службинче ӗҫлекенсем пухӑнчӗҫ. Йӗркелӗхпе хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑскерсемшӗн сикесси, чупасси, турник ҫинче туртӑнасси - йӑлана кӗнӗ. Ӗҫӗ вӗсене спортпа туслӑ пулма хистет.
ГТО комплексӗнче 11 хӑнӑхтару. Нормативсем тӗрлӗ ӳсӗм ушкӑнӗ валли расна. Вӗсене шкул ҫулне ҫитменнисем те, аслӑ ӑрурисем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Вӑй ведомствисенче тӑрӑшакансем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ.
Совет тапхӑрӗнчех пуҫарса янӑ ГТО комплексӗ Раҫҫейре ҫӗнӗрен 2014-мӗш ҫулта вӑй илнӗ. Унӑн тӗллевӗ - ытларах ҫынна физкультурӑпа спорта явӑҫтарасси. 2030-мӗш ҫул тӗлне вӗсен йышӗ 70 процентпа танлашмалла. Чӑваш Енре ГТО нормисене пурнӑҫлас текенсен йышӗ ҫулленех ӳссе пырать. Кунта ҫакнашкал спорт уявӗсем йӗркелени те витӗм кӳрет. Ҫак эрнере Шупашкарта ҫемье командисен Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ пулать. Вӑл "Волга" стадионта ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшччен иртет.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов