Тӗп хулари спорт шкулӗнче юр кӑларакан хатӗрпе усӑ кураҫҫӗ

Кӑҫал юр сахал пулни хӗллехи спорт тӗсӗсене суйласа илнӗ спортсменсене те, тренерсене те пӑшӑрхантарать. Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш шкулӗнче вара специалистсем хӑйсем юр "ҫутараҫҫӗ". Ҫапла майпа 2 ҫухрӑма тӑсӑлакан йӗлтӗр ҫулӗ сарма пултарнӑ. 

Пӗрре пӑхсанах ҫак юр чӑннинчен тӗсӗпе уйрӑлса тӑнине ӑсӑрхатӑн. Унсӑр пуҫне вӑл хытӑрах пек туйӑнать. Спортсменсем валли халӗ хамӑр патрах тивӗҫле майсем пулнипе кӑмӑллӑ тренерсем. Юр кӑларакан генераторсене 4 ҫул каяллах туяннӑ. Анчах та хатӗре ӗҫлеттерсе яма 2 ҫул кирлӗ пулнӑ. Ҫак тӗллевпе насус туяннӑ, пӗве тунӑ. Унта шыв яланах куҫса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл шӑнмасть. Ҫак юршӑн хӗллехи ӑшӑ е ҫумӑр ним те мар. Вӑл ҫуркуннечченех выртаять. 

Надежда Александрова, Михаил Солин