Вӗсен ҫитӗнӗвӗ - ку спортра пӗрремӗш утӑм тӑвакансемшӗн тӗслӗх. Бокс енӗпе Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗрекен Артемийпа Алексей Алексеевсем тата Серафим Хораськин хальхи вӑхӑтра хӑйсен ӑсталӑхне Шупашкарта туптаҫҫӗ. Пӗрремӗш утӑмсене вара вӗсем Муркашри "Сывлӑх" спорт шкулӗнче тунӑ. Ҫамрӑксем ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ спортсменсене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Ҫавӑн пекех пысӑк ҫитӗнӳ тунисене саламлама округ пуҫлӑхӗ тата депутатсем килсе ҫитрӗҫ.
Паянхи куна Муркашри "Сывлӑх" спорт шкулӗнчи бокс уйрӑмӗнче ҫӗре яхӑн арҫын ачапа хӗр ача хатӗрленет. Ҫӗнӗ сезонра вӗсен йышне тепӗр 15 ҫамрӑк хушӑннӑ. Ачасене ҫак спорт тӗсне алла илме Сергей Черкашин, Николай Богдасарян тата Олег Сютруков тренерсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва ӳт-пӳпе кӑна мар, чун-чӗрепе те хастар та пултаруллӑ пулма вӗрентеҫҫӗ.
Артемий Алексеев Питӗртен ҫитӗнӳпе таврӑннисӗр пуҫне, бокс енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫлама пултарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, пурӗ ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ ята Муркашри бокс шкулӗнчен тухнӑ пилӗк ҫын тивӗҫнӗ.
Оксана Верликова, Вячеслав Ильин








