Спортӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшакан ҫӗнӗ майсем

Тӗплӗ юсав хыҫҫӑн Валериан Соколов ячӗпе хисепленекен спорт шкулӗнче йывӑр атлетика залӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ.

Спорт шкулӗн ҫуртне 20-мӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен варринче хута янӑ. Унтанпа вӑл самай юхӑнма ӗлкӗрнӗ: пит енӗ кивелнӗ, маччаран шыв кайма пуҫланӑ,  чӳречесенчен вара ҫил вӗрнӗ. Ҫурта йӗркене кӗртме республика тата хула бюджечӗсенчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Конкурс выляса илнӗ подряд организацийӗ тӑррине ҫӗнӗрен витнӗ, хальхи чӳречесем лартнӑ, фасадне ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех шалтан та хӑтлӑлатнӑ. Унсӑр пуҫне пушар сигнализацийӗпе видеосӑнав тытӑмӗсене улӑшатрнӑ.    

Республикӑн физкультурӑпа спорт  министерстви йӗркеленӗ конкурсра ҫӗнтерни йывӑр атлетика  залӗн пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма пулӑшнӑ. Лаптӑкра ҫӗнӗ инвентарьсем вырнаҫтарнӑ. Улшӑнусемпе тренерсем те, спорт шкулне ҫӳрекенсем те кӑмӑллӑ. Ку учрежденире спортсменсене тӗрлӗ шайри турнирсене хатӗрлес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Кунта йывӑр атлетика енӗпе сахал мар маҫтӑр ҫитӗнтернӗ.

Вӗсем Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑтӑшах палӑраҫҫӗ.  Тренерсем те  пысӑк опытлисем.  
Паян кунта 150 ытла спортсмен ӑсталӑхне туптать. Вӑл йышра сакӑр ҫулти ачасенчен пуҫласа професиллӗ атлетсем таранах. Лайӑхланнӑ спорт шкулӗнче малашне те ҫӗнӗ ятсем ҫураласса, вӗсем республика чысне ҫӳле ҫӗклессе шанса тӑраҫҫӗ.  

Леонид Петров, Виктория Логунова, Игорь Ульянов