"Советская Чувашия" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӑлана кӗнӗ эстафета иртрӗ

Ӑна Андриян Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 91 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем "Олимпийский" стадионта пуҫтарӑнчӗҫ.

Ку ӑмӑрту республика коронавируса пула ҫирӗплетнӗ йӗркесен 3-мӗш тапхӑрне куҫнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш спорт уявӗ пулчӗ. Апла пулин те ӑна яланхиллех анлӑ ирттерме май килмерӗ. Чир сарӑлас хӑрушлӑх ҫав-ҫавах пуррине шута илсе 18 ҫула ҫитмен тата 65 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнма ирӗк паман. Ҫавӑнпа та наградӑсен 13 комплекчӗ вырӑнне 8 ҫеҫ выляттарчӗҫ. Старта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та тухрӗ. 

 

Вероника Павлова, Вячеслав Ильин, Никита Углев, Владимир Синдеев