Республикӑри спорт тытӑмӗ 2030-мӗш ҫулччен ҫӗнӗ проектсемпе пуянланӗ

Спорт аталанӑвӗн стратегийӗпе Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче паллаштарчӗҫ. Пухӑннисем ҫавӑн пекех патшалӑх техника надзорӗн малашнехи тӗллевӗсене тишкерчӗҫ. 

Ларӑва уҫнӑ май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӗркуннеччен пур министерствӑпа ведомствӑн стратегине тишкермеллине палӑртрӗ. Ҫак ӗҫ ҫитӗс ҫулхи бюджета йӗркелеме кирлӗ. Физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров ҫак тытӑмӑн иртнӗ 5 ҫулти ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. 2020-мӗш ҫултан пуҫласа 98 объект тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. 

Хальхи вӑхӑтра ялсенче те, хуласенче те сывлӑха ҫирӗплетмелли майсем пӗр пек теме пулать. Спорт учрежденийӗсене хатӗрсемпе тивӗҫтернипе Чӑваш Ен ҫӗршыври чи лайӑх 10 регион йышӗнче. Республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе тӗрлӗ спорт проектне 24 пин шкул ачине тата 90 пине яхӑн аслӑ ӳсӗмри ҫынсене явӑҫтарнӑ. 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программипе килӗшӳллӗн 144 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗсенчен 122-шӗ тӗрлӗ инфраструктурӑпа ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне 3 мега-проект пӑхса хунӑ. Вӗсем - шыври, ҫавӑн пекех хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗсене тата наци кӗрешӗвӗн керменне хута ярасси. Ҫак пысӑк объектсене туни республикӑра Раҫҫейри тата тӗнчери ӑмӑртусене йышӑнма май парать. Ҫавӑн пекех спорта цифра енчен те аталантарас тӗллевлӗ. Спортсменсемпе тренерсем валли ятарлӑ хушӑм йӗркелесшӗн. Унсӑр пуҫне сывлӑх енчен хавшаккисене, ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсене тимлӗх уйӑрӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев спорт аталанӑвӗн стратегине ырларӗ. Документра тӗрӗс тӗллӗвсем пулнине палӑртрӗ. 

Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх техника надзорӗн аталану ҫул-йӗрне тишкерчӗҫ. Инспекци пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫе электронлӑ майпа йӗркелеме пуҫланине каларӗ. Ҫитес ҫулсенче хут документсемпе пачах та усӑ курасшӑн мар. Тракторист-машинист удостоверенийӗсем те электронлӑ пулӗҫ. Патшалӑх техника надзорӗн ӗҫне кашни кун курмастпӑр пулин те, унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк, терӗ Олег Николаев. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров