Тупӑшусем Шупашкарти олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗнче иртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче 7-шер виҫе ушкӑнӗсенче палӑртрӗҫ. Ку спорт тӗсне аталантарассине ҫӗршыври "За самбо" тата "Самбо в школу" проектсем пысӑк витӗм кӳнӗ. Паянхи куна республикӑра 5 пине яхӑн ҫын самбо енӗпе ӑсталӑхне туптать. Ҫакӑнта ҫӗнӗ спорт объекчӗсем хута яни те пулӑшать. Иртнӗ 5 ҫулта регионта 98 керменпе спорт лаптӑкӗ тунӑ. Вӗсемпе сывлӑх енчен хавшак ҫынсем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра сусӑрсен 4 спорт федерацийӗ ӗҫлет. Вӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ тупӑшӑва хутшӑнса лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Андрей Демидов Дон ҫинчи Ростов хулинчен килнӗ. Вӑл самбо енӗпе 9 ҫул ӑсталӑхне ӳстерет. Пӗлтӗр тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Олег Николаев ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусене чӑваш ҫӗрӗ ҫинче йышӑнма яланах хавас пулнине каларӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин