Республикӑра профсоюз пӗрлешӗвӗ йӗркелекен йӑлана кӗнӗ чупу иртрӗ

Икҫӗр ытла спортсмен - 30 ытла регионтан. Чӑваш Енре профсоюз пӗрлешӗвӗсен велочупӑвӗ иртрӗ. Хастарсем Комсомольски, Елчӗк тата Патӗрьел тӑрӑхӗсене ҫитсе 130 яхӑн ҫухрӑм парӑнтарчӗҫ. 

Велосипедистсене кашни ялта хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Вӗсене хавхалантарма ватти те, вӗтти те урама тухнӑ темелле. Ара, кун пеккине кашни кун кураймӑн. Ушкӑнра икҫӗр ытла спортсмен. Колоннӑн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть. Велочупӑва хутшӑнакансен кӑмӑлне пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗклерӗҫ. 

Профсоюз пӗрлешӗвӗсен велочупӑвне 30 ытла регионтан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Спортсменсем Хабаровск, Архангельск, Питӗр хулисенчен тата Донецк халӑх республикипе Херсон облаҫӗсенчен ҫитнӗ. Пурӗ 130 яхӑн ҫухрӑм парӑнтарчӗҫ вӗсем. Маршрут Комсомольски, Елчӗк, Патӑрьел витӗр иртрӗ. 

Ҫулӑн ытларах пайӗ асфальтпа пулчӗ. Пилӗк ҫухрӑмӗ ҫеҫ уй-хир урлӑ выртрӗ. Велоушкӑнра - тӗрлӗ ӑрурисем. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене те явӑҫтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫакӑн пек вӑрӑм ҫула пӗрремӗш хут велосипедпа тухнӑ. Ҫавӑнпа кашни 15-20 ҫухрӑмран ятарлӑ чарӑну йӗркелесе пурне те шывпа тата улма-ҫырлапа сӑйларӗҫ. Унсӑр пуҫне кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат пирки те манмарӗҫ. 

Кулленхи пурнӑҫра кашни хӑйӗн ӗҫӗнче тӑрӑшать - пӗри тухтӑр, тепри юрист, бухгалтерсем те пур. Вӗсене пурне те велочупу пӗрлештерчӗ. Сӑмах май, хастарсем Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче 6-мӗш хут тӗл пулчӗҫ. Енчен те пӗрремӗш ӗҫ-пуҫа 30 яхӑн ҫын ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, юлашки ҫулсенче - ҫӗршер ытла. Велочупӑва Раҫҫейри профсоюз пӗрлешӗвесен вӑйӗпе йӗркелеҫҫӗ. Вырӑнти влаҫсен, уйрӑмах - Комсомольски, Елчӗк, Патарьел тӑрӑхӗсен витӗмӗ те пысӑк. Тухтӑрсемпе патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем те ҫулҫӳрев тӑршшӗпех спортсменсене тимлерӗҫ. Веломаршалсем те чупӑва хутшӑнакансене тӗрев парсах пычӗҫ. 

Велосипедистсем Комсомольскине каҫ енелле ҫеҫ ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Вӗсене кӗтсе илме чылай халӑх пухӑнчӗ. Чупӑва йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, хастарсен тӗслӗхӗ ыттисене те сывлӑх ҫулӗ ҫине тӑма хавхалантарӗ. Спортсменсене вара медальсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ. 

Вероника Павлова