Республикӑра физкультурник кунне анлӑн паллӑ турӗҫ

Шупашкарти "Спартак" стадиона ҫеҫ 2 пин ытла спортсмен тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан пуҫтарӑнчӗ. 

Чӑваш Енре пурӑнакансен 60 яхӑн проценчӗ физкультурӑпа тата спортпа туслӑ. Республика ГТО юхӑмне аталантарассипе Атӑл федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑнта тӑрать, ҫӗршывӗпе илсен вара 10 чи лайӑх регион шутӗнче. 34 пин ытла ача спорт шкулӗсенче ӑсталӑхне туптать. Пӗлтӗр 400 яхӑн спортсмен 34 дисциплинӑпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне лекнӗ. Ку вӑл рекордлӑ кӑтарту. 

Парада тӗрлӗ федераципе спорт шкулӗнчи пин ҫурӑ ытла спортсмен хутшӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче хоккеистсем, дзюдоистсем, гимнастсем, ҫӑмӑл атлетсем, велоспортпа хатӗрлекенсем тата ыттисем те пулчӗҫ. 

Уявӑн тӗп тӗллевӗ - спорта юратакансен, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансен шутне ӳстересси, ҫитӗнекен ӑрӑва та ку ӗҫе ытларах явӑҫтарасси. Хӑнасем пуҫтарӑннисене саламланӑ май, республикӑра малашне те спорт аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрассине палӑртрӗҫ. 

Ҫӗнӗ объектсем хуласенче ҫеҫ мар, ялсенче те хута яраҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул республикӑри тепӗр 4 округра хальхи спорт лаптӑкӗсем уҫма палӑртаҫҫӗ. 

Уява хутшӑннӑ кашни ҫын ГТО нормисене пурнӑҫлама, зарядка туса ҫан-ҫурӑма ҫирӗплетме, пултарулӑх лапамӗсенче хӑйӗн вӑй-хӑватне тӗрӗслеме пултарчӗ.  

Оксана Верликова, Антонина Капитонова, Виктор Степанов