Республикӑра ӑс-тӑн енчен хавшак спортсменсем хушшинче сӗтелҫи теннис енӗпе Раҫҫейри турнир иртет

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 24 регионтан 150 яхӑн спортсмен хутшӑнать. 

Тупӑшу Ирина Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗнче иртет. 4 куна пыракан турнирта медальсен 17 комплектне выляттарӗҫ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫла лару-тӑрура уҫма Физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров хутшӑнчӗ. Чӑваш Енре сывлӑх тата ӑс-тӑн енчен хавшак ҫынсене спортпа туслаштарассине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ вӑл. Ҫакӑ вӗсене аталанма, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнине каларӗ. Республикӑра паянхи куна ӑс-тӑн енчен хавшак пин ытла ҫын тӗрлӗ спорт енӗпе ӑсталӑхне туптать. Вӗсенчен 11-шӗ кӑҫал Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗнӗ. Сӗтел ҫи теннис енӗпе иртекен ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне 10 спортсмен хӳтӗлет. 5-шӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче Анастасия Яковлева та. Хӗр ача ку спортпа 2 ҫул хатӗрленет. Ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшура та вӑл пӗрремӗш хут мар. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров