Старта профессионал спортсменсемпе пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем те тухрӗҫ. Юбилейлӑ ҫурма марафонра аслисем валли йӑлана кӗнӗ йӗркепе пилӗк, вунӑ тата ҫирӗм пӗр ҫухрӑмлӑ дистанцисем хатӗрленӗ. Ачасем 400 тата 800 метра парӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи ӑмӑртура наци ҫи пуҫне тӑхӑнса старта тухакансен чупӑвӗ пулчӗ. Вӗсем пӗр ҫухрӑм хыҫа хӑварчӗҫ. Ҫакна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. Ӑмӑрту "Культура тӗрлӗрен - чупу пӗрре" ятпа иртрӗ. Ҫавна май вӑл пирӗн ҫӗршыври ҫеҫ мар, чикӗ леш енчи атлетсене те пӗрлештерчӗ. 77 ҫулти Виктор Семёнов та айккинче юлас темен. Тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ, 1976-мӗш ҫулта ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑскер пуринпе пӗрле старта тухрӗ.
Оксана Верликова, Вячеслав Ильин.








