Раҫҫей чемпионачӗ умӗнхи пӗлтерӗшлӗ старт

Республикӑри спортсменсем хӑвӑрт утас енӗпе авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта пулакан Раҫҫей чемпионатне хатӗрленеҫҫӗ. Хӑйсен ӑсталӑхне вӗсем Николай Родионов ячӗллӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса тӗрӗслерӗҫ. 

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерне халалласа 6-мӗш хут хӑвӑрт утас енӗпе турнир иртрӗ. Малтанах старта Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнчи чи пултаруллӑ спортсменсем тухрӗҫ. Вӗсем 10 пин метр инҫӗшне парӑнтарса хӑйсен ӑсталӑхне ҫирӗплетрӗҫ. Атлетсемшӗн ку старт питӗ пӗлтерешлӗ. Ӑмӑртнипе танах вӗсем паллӑ ентеше, ӑста тренера аса илеҫҫӗ. 

Николай Михайлович ҫӑмӑл атлетикӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, чылай спортсмена тӗллевӗсем патне ҫитме ҫул уҫнӑ, чемпионсене ҫитӗнтернӗ. Ҫавӑнпа та ӑмӑртура ун патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ спортсменсене уйрӑмах сӑнарӗҫ. Вӗсен йышӗнче - хӑвӑрт утас енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Наталья Кошкина. Вӑл хӑй те паян ҫамрӑксене вӗрентет, вӗсене пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. 

Николай Родионов патӗнче вӗреннисем шанӑҫа тӳрре кӑларчӗҫ, ҫитӗнӳсемпе палӑрчӗҫ. Людмила Замятина 5 пин метрлӑ дистанцире ҫӗнтерчӗ, Святослав Быстряков 1000 метра утса мала тухрӗ. Пӗтӗмпе ӑмӑртура атлетсем 7 ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе чысларӗҫ. 

Елена Дмитриева, Вячеслав Ильин