Федор Моисеев 48 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ пулсан та хӑй хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхе ырӑ ят хӑварнӑ. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа та кӗҫех 40 ҫул ҫитет. Вӑхӑт шӑвать пулин те Федор Петровичӑн вӗренекенӗсемпе юлташӗсем ҫав-ҫавах шанчӑклӑ тусне асра тытса ҫулсерен ҫак астӑвӑм турнирне пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Ӑста гиревик Патӑрьел районӗн Акатуйӗнче 20 ҫул ҫӗнтерсе тӑнӑ, 9 хутчен Чӑваш АССРӗн чемпионӗ пулнӑ, ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусенче малти вырӑнсене тивӗҫнӗ. Хӑй хыҫҫӑн вӑл ытти ял ачисене те кире пуканне йӑтма хавхалантарнӑ, пулас чемпионсене хатӗрленӗ.
Мухтавлӑ спортсмена асӑнса иртекен ӑмӑртӑва республикӑри 9 округран, ҫавӑн пекех Тутарстан, Мари, Мордва тата Чӗмпӗрпе Самар тӑрӑхӗнчи чи пултаруллӑ атлетсем хутшӑнчӗҫ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене кура аслисен те кӑмӑл-туйӑмӗ ҫӗкленӳллӗ. Спорт аталанӑвне халӗ патшалӑх пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртаҫҫӗ вӗсем. Хулара кӑна мар, ялти шкулсенче те мӗн кирли пурте пур,- теҫҫӗ.
Федор Моисеев ячӗллӗ турнир республикӑра кире пуканӗн спортне аталантарнипе пӗрлех регионсен туслӑхне ҫирӗплетет, ҫамрӑк атлетсене аслӑ спорт тӗнчине тухма пулӑшать. Турнир ҫӗнтерӳҫисене вара яланхиллех медальсемпе дипломсем парса тата укҫан хавхалантарчӗҫ. Алексей Енейкин








